Шупашкарта пурӑнааан 10 ҫулти Саша сывлӑх енчен хавшак. Вӑл пуйӑспа кайса курма ӗмӗтленнӗ. Унӑн ӗмӗтне РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн ӗҫченӗсем пурнӑҫланӑ. Вӗсем Пӗтӗм Раҫҫейри "Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ" акцие хутшӑннӑ.
Ведомство ӗҫченӗсем арҫын ачана Трактор савучӗн территорине илсе килнӗ. Унта Саша тепловоз ҫине ларса курнӑ, хӑйне чӑн-чӑн машинист пек туйнӑ. Саша тепловоза пиклеттерсе, пускӑчсене пусса курнӑ, куншӑн питӗ савӑннӑ. "Эпӗ тепловозпа хамах кайнине никам та ӗненмӗ!" - тенӗ савӑнӑҫлӑн арҫын ача транспортран ансанах. "Ҫав вӑхӑтра ачан куҫӗнче мӗн чухлӗ савӑнӑҫ пулчӗ. Ҫакна кура эпир уншӑн чӑннипех те пӗлтерӗшлӗ япала тунине ӗнентӗмӗр", - тенӗ следстви управленийӗн ӗҫченӗсем.
Улатӑрта 30 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл арӑмне вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ. Кун пирки Следстви комитечӗ пӗлтерет.
Следстви версийӗ акӑ мӗнлерех: раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫак арҫын арӑмӗпе пӗрле хунямӑшӗ патӗнче пулнӑ. Упӑшкипе арӑмӗ вӑрҫӑнма пуҫланӑ. Арҫын хӗрарӑма кӗвӗҫнӗ-мӗн. Упӑшки пуртӑ ярса тытнӑ та 30 ҫулти арӑмне ҫапнӑ. Хӗрарӑм ҫавӑнтах вилнӗ. Арҫын преступлени йӗрне пӗтерес тесе унӑн пуҫне касса вакка пенӗ.
Вӗсен икӗ ача пур. Ҫав самантра иккӗшӗ те шкулта пулнӑ. Халӗ ачасем кукамӑшӗпе. Арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ.
Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ялӗнче пурӑнакан 56 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе РФ СКн Чӑваш Енри следстви органӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл пӗлӗш хӗрарӑма вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 21 сехетре вӑл тепӗр хӗрарӑмпа пӗлӗшӗ патӗнче хӑнара пулнӑ. Вӑл унта 56 ҫулти хӗрарӑма ухватпа тата чапельникпа ҫапнӑ. Лешӗ вилнӗ.
56-рискере тытса чарнӑ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Паян ирхи 5-6 сехетре Шупашкарти пӗр картишре нумай хутлӑ ҫурт умӗнче арҫын виллине тупнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ку Эгер бульварӗнчи 28-мӗш ҫурт патӗнче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. Ҫакна курнӑ ҫын каланӑ тӑрӑх, арҫын 50-60 ҫулсенчи пек курӑннӑ. Вӑл тӳрех васкавлӑ медпулӑшу тата полици чӗннӗ.
Следстви комитечӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатать.
Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 56 ҫулти арҫын Ҫӗрпӳре ача пахчи тунӑ ҫӗрте ӗҫленӗ. Ӗҫре унпа инкек пулнӑ.
Арҫын ача пахчи тӑрринче ӗҫленӗ чухне ӑнсӑртран аялалла ӳкнӗ. Вӑл ҫурӑм шӑммине, аяк пӗрчисене хуҫнӑ. Арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ, унта ӑна тухтӑрсем пулӑшнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн тин тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ.
Шупашкарти Ахазов урамӗнчи 11-мӗш ҫуртра тивӗҫлӗ канури икӗ ҫыннӑн виллине тупнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Кӳршисем каланӑ тӑрӑх, вӗсем ватӑ упӑшкипе арӑмне, 80 ҫултан иртнӗскерсене, ҫурла уйӑхӗнченпе курман, вӗсем пирки 3 уйӑх нимӗн те илтмен. Юпа уйӑхӗнче кӳршисем участковӑя тӗрӗслеме чӗннӗ. Анчах алӑка никам та уҫман. Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ватӑсен хӗрӗ Мускавран килнӗ те ашшӗ-амӑшӗн виллисене хваттерте тупнӑ. Вӗсем тӗрлӗ пӳлӗмре выртнӑ. Тӗпелте газ конфорки ҫутӑ пулнӑ.
Кӳршисем каланӑ тӑрӑх, вӗсем подъездра нимӗнле япӑх шӑршӑ та туйман. Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет.
Канаш районӗнчи 45 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл ашшӗне вӗлерме пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Следстви комитечӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Вӑрӑмпуҫ ялӗнче пурӑнакан арҫын 71 ҫулти ашшӗне килте ҫӗҫӗпе темиҫе хутчен чикнӗ. Ватӑскер сурансене пула вилнӗ. Палӑртмалла: вӗсем пӗрле пурӑннӑ.
Ывӑлне тытса чарнӑ. Ҫитес вӑхӑтра ӑна следстви вӑхӑтӗнче хупса усрас ыйтӑва татса парӗҫ.
Кӳкеҫре пурӑнакан 29 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл пӗлӗшне вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вӑл Шупашкарти пӗр общежитире 37 ҫулти пӗлӗшӗ патне хӑнана кайнӑ, хӑй ӳсӗр пулнӑ. Унпа пӗрле савнийӗ те пынӑ.
Хӑна кил хуҫине савнийӗ ҫумне кӗвӗҫнӗ. Вӗсем хирӗҫсе кайнӑ. Хӑна ҫӗҫӗ ярса тытнӑ та 37 ҫулти арҫынна кӑкӑрӗ тӗлӗнчен чикнӗ. Лешӗ ҫавӑнтах вилнӗ. 29 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Мускавра Чӑваш Ен хӗрарӑмӗпе арҫынни сарӑмсӑр вилнӗ. Ку Красноказарма урамӗнчи строительство объектӗнче пулнӑ.
Мускаври прокуратура пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, бытовкӑсене демонтаж тунӑ чухне ун ҫине бетон стена йӑтӑнса аннӑ. Шалта вара рабочисем пулнӑ.
Инкекре 35 ҫулти арҫын тата 57-ри хӗрарӑм вилнӗ. Хӗрарӑмӗ – поварта ӗҫленӗ, арҫын строитель пулнӑ. "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын Елчӗк районӗнчен пулнӑ. Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Мускаври прокуратура тӗрӗслев ирттерет.
Улатӑр районӗнчи Стемас ялӗнче шӑматкун 60 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. Ӑна пусмӑрласа вӗлерни паллӑ, ҫавна май Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫак тискер ӗҫе 34 ҫулти арҫын тунӑ тесе шутлаҫҫӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, вӑл юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 60-ти пӗлӗшӗ патӗнче пулнӑ. Ҫавӑнтах хӗрарӑм хӑнана пынӑ. Икӗ арҫын ӑна кӗвӗҫнипе ҫапӑҫса кайнӑ. Ҫамрӑкки ватӑраххине хӗненӗ. Лешӗ суранӗсене пула вилнӗ.
34 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Ҫитес вӑхӑтра ӑна следстви вӑхӑтӗнче хупса усрасси пирки ыйтӑва татса парӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.01.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 768 - 770 мм, -14 - -16 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петӗр Хусанкай, паллӑ чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |